Бурзян районӗнче патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем суя водитель удостоверениллӗ хӗрарӑм-водителе чарнӑ.
ПР ГАИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Старосубхангулово ялӗнчи Салават Юлаев урамӗнче ДПС ӗҫченӗсем «Лада Грантана» чарнӑ. Руль умӗнче ларакан 43 ҫулти вырӑнти хӗрарӑм ОСАГО полисне ҫырӑнман автомобильпе кӑна мар, суя водитель удостоверенийӗпе те усӑ курнӑ иккен.
Патшалӑх автоинспекцийӗн федераци базипе тӗрӗсленӗ чухне вӑл кӑтартнӑ удостоверени тепӗр гражданка ячĕпе пулнă иккен, хуҫасен даннӑйӗсем пӗрешкел пулнӑ пулин те.
Хӗрарӑм 2019 ҫулта больницӑра сипленнӗ чухне, палатӑри кӳршӗри, ятне астуманскер, 70 пин тенкӗпе хӑйӗн ячӗпе водитель удостоверенийӗн бланкне туяннине ӑнлантарнӑ. Документ визуаллӑ майпа чӑн-чӑнни евӗрлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ултӑ ҫул тăршшĕ унпа усӑ курнӑ, ӑна саккунлӑ тесе шутланӑ.
Йӗркене пӑснă хӗрарӑм тӗлӗшпе «управление без права управления» тата «нет полиса ОСАГО» статьясемпе административлӑ протоколсем хатӗрленӗ. Пухнӑ материалсене уголовлӑ ӗҫ пуҫарасси пирки йышӑну тума Бурзян районӗн Раҫҫей ОМВДне янӑ. Автомобиле спецстоянкӑна вырнаҫтарнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР ГАИ / телеграм.