Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Хăрушсăрлăх
12 Кӑрлач , 10:52

Хуҫасӑр япала тупсан мӗн тумалла?

Астӑвӑр: сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата таврари ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ — сирӗн аллӑрта!

Хуҫасӑр япала тупсан мӗн тумалла?
Хуҫасӑр япала тупсан мӗн тумалла?

Астӑвӑр: сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата таврари ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ — сирӗн аллӑрта!

Енчен те эсир шанчӑксӑр е хуҫасӑр япала (хутаҫ, пакет, курупка, тӗрке тата ытти те) тупнӑ пулсан, ӑна нихӑш енчен те ан тӗкӗнӗр, шалта мӗн пуррине тӗрӗслеме ан тӑрӑшӑр!

Хӑрушсӑр инҫете (20—30 метртан кая мар) кайӑр, ыттисене япала патне ҫывхарма ирӗк ан парӑр. 112 шӑнкӑравлӑр.

Кӗсъе телефонӗпе шанчӑксӑр япала ҫывӑхӗнче усӑ ан курӑр — электромагнитлӑ импульссем сирпӗнекен хатӗре хускатма пултараҫҫӗ.

Правӑна сыхлакан органсем килессе кӗтсе илӗр, вӗсем хушнă пек ҫирӗп ӗҫлӗр.

Мӗн тума юрамасть:

Япалана тивмелле, уҫмалла, куҫармалла мар.

Шала пӑхмалла е ӑна урапа тапмалла мар.

Взрыв хатӗрӗсен темипе шӳтлесси — уголовлӑ йĕркепе явап тыттарасси!

Тимлӗх — чи лайӑх хӳтлӗх!

Иккӗленӳллӗ япала пирки пӗлтерсен яваплӑх кӑтартатӑр, пурнӑҫа упрама пулӑшатӑр.

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-01-11/chto-delat-pri-obnaruzhenii-beshoznogo-predmeta-4532977

 

 

Хуҫасӑр япала тупсан мӗн тумалла?
Хуҫасӑр япала тупсан мӗн тумалла?
Автор: Марина Иванова
Читайте нас