Пишпӳлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 5 «а» класра ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх «Ачасем ҫул-йӗр правилисене пӗлме тивӗҫлӗ!» пӗлӳпе кану вӑййи иртнӗ.
Ачасем ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли йӗркесене халалланӑ ыйтусене хуравланă. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисен темине ахальтен суйласа илмен: хӗлле ачасем пурте пӑрлӑ тӑвайкки çине выляма, йӗлтӗрпе ярӑнма е хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен манса, ҫул хӗрринче вӑхӑта хаваслӑ ирттерме чупаҫҫӗ.
Вӑйӑ хыҫҫӑн ачасем ҫак йӗркесене асра тытасса, пурнăçра усӑ курасса шанатпӑр, ҫул-йӗр правилисене пурне те пӑхӑнса хамӑр пурнӑҫа упратпӑр-ҫке!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.