Орджоникидзе район сучӗ Иглин районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын тӗлӗшпе ӳсӗр ҫӳренӗшӗн уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ.
ПР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче арҫын, уполномоченнӑй должноҫри ҫыннӑн ӳсӗрле медсвидетельство иртесси ҫинчен калакан саккунлӑ требованине пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа айӑпланса, «Опель Вектра» автомобильпе ҫӳренӗ. Ӑна ДПС ӗҫченӗсем чарнӑ. Ӳсӗр пулнине тӗрӗслеме водитель килĕшмен.
Айӑпланакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна транспорт хатӗрӗсене тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлпе 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха аппаланма ирӗк памасӑр 300 сехет обязательнӑй ӗҫсем тума наказани панӑ, ҫавӑн пекех машинӑна патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина | «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-04-01/v-ufe-voditel-lishilsya-inomarki-4635378