

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин апрелĕн 7-мӗшӗнче Дагестанра шыв-шур сиенне пӗтерес енӗпе ятарлӑ правительство комиссийӗ йӗркелеме хушнӑ.
«Пирӗн Дагестан Республикин территорийӗнче шыв-шур сиенне пӗтерес енӗпе правительствӑн ятарлӑ комиссине йӗркелемелле», — палӑртнă Патшалӑх пуҫлӑхӗ Дагестанри лару-тӑру пирки ирттернӗ канашлура.
Путин палӑртнӑ тӑрӑх, комисси йышне федерацин тата регионти влаҫ органӗсен представителӗсем, çавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн Ҫурҫӗр Кавказ федераллӑ округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗсенчен пӗри кӗмелле. Республика ертӳлӗхӗ сиен кӳнине палӑртас енӗпе 51 ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленине те асӑрханӑ вӑл.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media