Çутă çул
+14 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
30 Апреля , 06:34

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑ

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регионти пушар чаҫӗсемпе ирӗклӗ командӑсене пушарпа ҫӑлав тата прицеп техникин 25 единицине панӑ.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑПушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑ

Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров регионти пушар чаҫӗсемпе ирӗклӗ командӑсене пушарпа ҫӑлав тата прицеп техникин 25 единицине панӑ.
Пухӑннисене чӗнсе каланӑ май республика Пуҫлӑхӗ вӗсене пушар хуралӗн ҫывхарса килекен кунӗпе саламланă. Паттӑр ҫынсем вӑй хуракан паттӑр професси пулнине, вӗсем чи малтан пулӑшма килнине палӑртнă вӑл. Ҫулсерен пушарсенче пин ытла ҫын ҫӑлӑнать, ҫакӑншӑн вӑл вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене питӗ пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ. Ырӑ йӑлапа ҫӗнӗ техника параҫҫӗ, кирек мӗнле кӑткӑслӑха пӑхмасӑр пушар хуралӗ малалла та ҫирӗпленӗ: ҫӗнӗ депосем тӑваҫҫӗ, чаҫсене кирлӗ оборудованипе тивӗҫтереҫҫӗ. Юлашкинчен Радий Хабиров пушарнӑйсене уяв ячӗпе тепӗр хут саламланă, вӗсене типӗ ҫанӑсем суннă.
Унсӑр пуҫне Радий Хабиров республикӑри пушарнӑйсене пысӑк профессионализмшӑн тата хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн патшалӑх наградисем панӑ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-04-29/glava-bashkirii-vruchil-pozharnym-novuyu-tehniku-i-gosudarstvennye-nagrady-4669922

 

 

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ пушарнӑйсене ҫӗнӗ техника тата патшалӑх наградисем панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас