Çутă çул
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Хăрушсăрлăх
5 Майӑн , 05:49

Пушар чаҫне экскурси

 Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Непоседы» пӗрлештернӗ ушкӑн воспитанникӗсем Пишпÿлек ялӗн пушар чаҫне экскурсине кайнă.

Пушар чаҫне экскурсиПушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси

Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейре пушар хуралӗн куне — ҫынсен пурнӑҫне, пурлӑхне тата инфратытӑмне хӳтӗлесе вут-ҫулӑма хирӗҫ тӑракансен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак уяв кунӗнче Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн «Непоседы» пӗрлештернӗ ушкӑн воспитанникӗсем Пишпÿлек ялӗн пушар чаҫне экскурсине кайнă.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем – кирек мӗнле учрежденире те пурте пӗлмелли япала. Ӗҫченсемпе тата ачасемпе профилактика занятийӗсем те — пушар тухасран сыхланмалли тата пушарта тӗрӗс хӑтланмалли никӗс. Ачасемшӗн пушарнӑй — паттӑр ҫын, иртнӗ ҫулсенче те, паян та, ҫынсене вутран ҫӑлакан, аркану ҫулӗ ҫине тӑракан ҫын. Пушарнӑйсене хисеплени, вӗсен занятийӗсемпе кӑсӑкланни хӑйӗн тыткаларӑшне пысӑк пӑхассине аталантарма хавхалану, вутпа шухӑшламасӑр выляма чӑрмав кӳме пултарать. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ачасем пушарнӑй каласа панӑ чухне пачах урӑхла ӑша хываҫҫӗ.

Пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем ачасене кӑмӑллӑн кӗтсе илнĕ, пушар чаҫӗн пушарпа техника хӗҫпӑшалӗпе паллаштарнă. Вӗсем пушар техники ҫинчен каласа панă, ачасене машинӑсене мӗнле тата мӗнпе тивӗҫтернине, нумай пушарпа техника хӗҫпӑшалӗнчен пӗр-пӗр япала мӗн тума пулӑшнине кӑтартнă. Ятарласа ҫамрӑк хӑнасем валли учреждени ӗҫченӗсем ачасене машинӑсем çине хӑпарма, хӑйсене ҫамрӑк пушарнӑйсем пек туйма ирӗк панӑ. Ачасем пушар машинисене, аварипе ҫӑлав оборудованийӗсене питӗ ӗмӗтленсе, ытараймасӑр пӑхса тухнӑ. Пушар ҫаннисене тата ҫӑлавҫӑсене пушарта ҫав тери кирлӗ ытти инструментсене кӑтартнă, вӗсем мӗнле лартни ҫинчен каласа панă. Ачасем ӑшӑ-отражательнӑй костюмсем, боевой тумсем, хатӗр-хӗтӗр тӑхӑннӑ, пушарнӑй каскине тӑхӑнса пӑхнӑ.

Ҫакӑн пек экскурсисем шкул ҫулне ҫитмен ачасене пушар сӳнтерекен профессипе ҫывӑхрах паллашма, ҫавӑн пекех вут-ҫулӑмпа хӑрушлӑхсӑр усӑ курмалли правилӑсем ҫинчен пӗлӗве ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.

#МирБезОпасности #пожарнаябезопасность

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club210640610

 

Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Пушар чаҫне экскурси
Автор:Марина Иванова
Читайте нас