

Республикӑри Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем «Хӑрушлӑхсӑр ҫул» мероприятисен шайӗнче ӗҫленӗ.
Иртнӗ талӑкра Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем çул-йӗр правилисене пӑснă 1300 ытла самант тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен машинӑна ӳсӗрле тытса пынӑ 69 ҫынна, тӑваттӑшне РФ УК 264.1 статйипе уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ҫавӑн пекех ДПС инспекторӗсем ачасене турттармалли правилӑсене пӑснӑ 39 факта тата ҫуран ҫӳрекенсене çул паманнипе ҫыхӑннӑ йӗркене пӑснă 13 самант тупса палӑртнӑ.
«Мототехника» профилактика мероприятийӗ шайӗнче Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫак категорири транспорт водителӗсем тунӑ ҫул-йӗр правилисене пӑснине 20 хут ытла тупса палӑртнӑ.
Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ тӳрккес факт пирки ПР МВД хӗрӳ лини телефонӗпе пӗлтерме пулать: 8(347) 279-32-92 е телеграм @GIBDDRB_02bot мессенджерта.
Сӑнÿкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Патшалӑх автоинспекцийӗ.