

Калинин ял Советĕнчи ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалист А.Д. Зиганшина «Хӑвӑн пурнӑҫна упра! (ҫул ҫинчи хӑрушлӑхсем)» профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Калаҫу тӗллевӗ:
- шкул ачисен ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пирки шухӑшӗсене йӗркелесси;
- ҫуран ҫӳрекенсен ҫулпа тата урампа ҫӳремелли правилисене тепӗр хут аса илесси;
- шкул ачисен килтен шкула ҫити чи хӑрушсӑр ҫул тупма пӗлӗвне аталантарасси;
- ҫул-йӗр ҫинчи пур ҫынна та хисеплеме, ҫул ҫинчи хӑтланушӑн гражданла яваплӑх туйӑмне воспитани парасси.
#Бижбулякскийрайон
#ПрофилактическиеБеседы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.