

Абзел районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын ҫитес вунă уйӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ӳсӗрле ҫӳреме юратнӑшӑн ирттерӗ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Учалă районӗнче пурӑнакансем полицие Volkswagen Passat автомобиль водителӗ хӑйне шанчӑксӑр тытни пирки пӗлтернӗ. Каярахпа вӑл автомобиле тытса чарайман, кювета анса кайнă, унта ӑна патшалӑх автоинспекторӗсем тупнӑ та.
Медосвидетельство иртме арҫын килӗшмен. Тӗрӗслев кӑтартнӑ тӑрӑх, ӑна маларах ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн виҫӗ хутчен судпа айӑпланӑ ӗнтӗ.
Айӑпланакан преступлени тунӑшӑн айӑпне йышӑннӑ.
Суд ӑна транспорт хатӗрӗсене тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлпе пилĕк ҫул та ултă уйӑхлӑха аппаланма ирӗк памасӑр пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колонире ларса вунă уйӑхлӑха ирӗксӗр хӑварма наказани панӑ, ҫавӑн пекех машинӑна патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ тесе пӗлтерет прокуратура.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина | «Башинформ» ИА архивӗ.