

Пишпӳлек районӗнче «Пишпӳлек районӗн муниципаллӑ районти чи лайӑх ирӗклӗ пушар команди» ята тивĕç пулма смотр-конкурс иртнĕ. Мероприятие район администрацийӗ Раҫҫей МЧС ПР енӗпе ӗҫлекен ГУ ГПС ГПС 68 ПСЧ 16 ПСОпа пӗрле йӗркеленӗ.
Конкурс тӗллевӗ — чи вӑйлисене тупса палӑртасси кӑна мар, ял тӑрӑхӗсенчен хӑйсен ирӗкӗпе пушар командисене хатӗрлес шая та ӳстересси. Пушар тухсан шӑпах ҫак ҫынсем чи малтан пулӑшма килеҫҫӗ-ҫке, вӗсен килӗшӳлӗхӗнчен, профессионализмӗнчен тата психологи ҫирӗплӗхӗнчен нумай килет.
Конкурс хутшӑнакансемшӗн чӑн-чӑн тӗрӗслев пулса тӑнӑ, вӗсен ӳт-пӳ чӑтӑмлӑхне тата экстремаллӑ лару-тӑрура ӗҫлеме пӗлнине тӗрӗсленӗ. Унта хутшӑнакансем пушар оборудованийӗпе ӗҫлеме пӗлнине кӑтартнă.
Район администрацийӗ ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă, хӑйсен ирӗкӗпе пушар командисем ял территорийӗсен пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑннине палӑртнă.
Эксперт комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫак кун чи хатӗрленнӗ коллектив тесе Сухоречка ял Совечĕн командине йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Аит ял тӑрӑхӗн ирӗклӗ пушар команди йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Çирĕклĕ ял тăрăхӗн команди. Ӑмӑртура ҫӗнтернисемпе хутшӑнакансене хаклӑ парнесем панă.
Смотр-конкурс ӑмӑрту площадки кӑна мар, опытпа ылмашӑнмалли, квалификацие ӳстермелли тата профессиллӗ пушарнӑйсемпе доброволецсем хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелли вырӑн та пулса тӑнă. Ку Пишпÿлек районӗшӗн хӑрушлӑхсӑр та ӑнӑҫлӑ пуласлӑх тӑвас тӗлӗшпе тепӗр утӑм.
Николай Чернов,
МП тата ГОЧС секторӗн заведующийӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.