

Пишпÿлекри районсем хушшинчи суд Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти арҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫпе приговор кӑларнӑ.
Ӑна РФ УК 264.1 статйин 1-мӗш пайӗпе (автомобильпе ӳсӗрле, транспорт хатӗрне ӳсӗрле тытса пынӑшӑн е полномочиллӗ должноҫри ҫыннӑн медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухмалли саккунлӑ требованине пурнӑҫламаншӑн административлӑ наказани панӑ ҫынна тытса чарни) айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫей МВД Пишпÿлек районӗнчи пайӗн ОГИБДД ДПС ӗҫченӗсем Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан çын Лада Гранта автомобиле эрех ӗҫсе ӳсӗрле тытса пынине палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче 0,468 мг/л сывлӑш концентрацийӗнче абсолютлӑ этил спирчӗ пуррине тупса палӑртнӑ.
Айӑпланакан преступлени тунӑшӑн айӑпне йышӑннӑ.
Суд ӑна колони-поселенире айӑплава ирттерсе пӗр ҫуллӑха тӗрмене хупмалла, транспорт хатӗрӗсене тытса тӑма икĕ ҫул та ултă уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтармалла хушма наказани памалла тунӑ. Автомобиле патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ.
Район прокурорӗ Р.Р.ГАЛЛЯМОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://fotobank02.ru / Айрат Нурмухаметов.
https://svetput.ru/news/Proishestvia/2026-06-25/zhitel-bizhbulyakskogo-rayona-osuzhdyon-za-vozhdenie-v-netrezvom-vide-4730692