Çутă çул
+25 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
29 Июня , 08:09

Шыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕ

Шыв объекчӗсенчи ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем район администраци ӗҫченӗсен тимлӗхӗнче, ял тӑрӑхӗсен представителӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫĕ.

Шыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕШыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕ
Шыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕ

Шыв объекчӗсенчи ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсем район администраци ӗҫченӗсен тимлӗхӗнче, ял тӑрӑхӗсен представителӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, полици шыв объекчӗсенчи пӑтӑрмахсене асӑрхаттарас енӗпе хӗрӳ ӗҫ ирттерет.

Профилактика рейчӗсем вӑхӑтӗнче граждансем шыв хӗрринче пулмалли правилӑсене пӑсасран шыв-шурсенче ҫынсен санкцилемен кану вырӑнӗсене тӑтӑшах тӗрӗслеҫҫӗ.

Шыва кӗме пур шыв объекчӗ те юрӑхлӑ мар. Хатӗрленӗ пляжсем пур ҫӗрте, шыв санитари нормисене тивӗҫтерет, тӗпне ҫӳп-ҫапран тасатнӑ çĕрте шыва кӗме пулать.

Шыв ҫӑмӑлттайлӑха чӑтаймасть, вӑл пысӑк хӑрушлӑх ҫӑлкуҫӗ пулма пултарать. Кун пек хӑтланнин сиенӗ чи йывӑрри пулма пултарать. Вӗсенчен хӑтӑлас тесен кашни ҫыннӑн шыври хӑрушсӑрлӑхӑн элементарлӑ правилисене пӗлмелле:

- ирӗк панӑ вырӑнсенче, хӑтлӑ пляжсенче ҫеҫ шыва кӗрӗр;

- ирхине е каҫхине хӗвел ӑшӑтнӑ чухне шыва кӗрсен аванрах, анчах ытлашши хӗрсе каяс хӑрушлӑх ҫук. Шыв температури 18 — 19 градусран кая мар пулмалла, сывлӑш — 22 градусран кая мар;

- шыва кӗмелли вӑхӑт 15 — 20 минутран иртмелле мар, ку вӑхӑт вара майӗпен виҫӗ-пилӗк минутран ӳсмелле;

- хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулнӑ хыҫҫӑн шыва ан кӗрӗр, ан сикӗр;

- ишев чиккисене палӑртакан буйкӑсенчен ан ишӗр;

- моторлӑ, парӑслӑ, кӗсменлӗ кимӗсем тата ытти ишмелли хатӗрсем патĕнче ишме юрамасть; катерсенчен, кимӗсенчен, причалсенчен, ҫавӑн пекех ҫак тӗллевпе майлаштарман сооруженисенчен шыва сикмелле мар;

- вӑйлӑ юхӑмлӑ чӑнкӑ ҫырансем патӗнче, шурлӑхлӑ тата ӳсен-тӑранпа витӗннӗ вырӑнсенче шыва ан кӗрӗр;

- ӳсӗрле шыва кӗме юрамасть;

- ҫыран хӗрринчен аякка ан ишӗр, мӗншӗн тесен хӑвӑр вӑя шутламасса пулать. Ывӑннине туйсан ан шикленӗр, ҫыран хӗррине май килнӗ таран хӑвӑртрах ишсе ҫитме ан тӑрӑшӑр. Ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртса, ал-ура ҫӑмӑл хусканӑвӗсемпе ҫиелте хӑвӑра тытса канӑр.

Аслисен шыв хĕрринче каннӑ чухне ачасене уйрӑмах тимлӗх уйӑрмалла. Аслисен ачасене тӗрӗслемен тата палӑртман вырӑнсенче шыва кӗме, ҫакна тума хӑнӑхман хатӗрсемпе ишме, шывра вӑйӑсемпе ашкӑнма тата шывра хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑсма памалла мар. Ачасене шыва кӗртессине аслисен татти-сыпписӗр тӗрӗслесе ирттермелле.

Асӑрханулӑх мерисене пӑхӑнни — шыври хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп условийӗ. Шыв йӑнӑшсене каҫармасть!

Астӑвӑр! Шывра хӑрушлӑхсӑр хӑтланмалли правилӑсем вӗсене пӑхӑнманнин парни пулнӑ амӑшӗсемпе тӑванӗсен йӳҫӗ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ. Шыв объекчӗсенче хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене яланах пӑхӑнӑр, вӗсене ҫывӑх ҫыннăрсене тата таврари ҫынсене пӑхӑнма чӗнӗр! Пӗрле кӑна хамӑра та, ачасене те шыври трагедисенчен сыхлама пултаратпӑр.

Инкек сиксе тухсан «01», «101», «112» телефонсемпе талӑкӗпех пулӑшу ыйтма пулать.

 

Татьяна ПЕТРОВА,

МП тата ГО ЧС секторӗн тӗп специалисчӗ

 

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

Шыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕ
Шыва кӗмелли сезон: профилактика рейчӗсем ирттереççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас