

Чекмагушри районсем хушшинчи суд Уфара пурӑнакан 45 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ.
Судсен пӗрлештернӗ пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын полномочиллӗ должноҫри ҫын ӳсӗр пулнине медосвидетельство иртесси ҫинчен каланă саккунлӑ требованине пурнӑҫламаншӑн тата транспорт хатӗрне тытса пыма ирӗк ҫуккишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ хыҫҫӑн каллех автомобиль рулӗ умне ларнӑ. Ӑна полици ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
Суд ларӑвӗнче айӑпланакан айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ. Суд приговорӗпе ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна транспорт хатӗрӗсене тытса пырассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗлпе икĕ ҫуллӑха аппаланма ирӗк памасӑр 240 сехет обязательнӑй ӗҫсем туса наказани панӑ.
Айӑпланаканӑн «Лексус» маркӑллӑ автомобильне патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ.
Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков | «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/law/2026-07-09/v-bashkirii-sud-konfiskoval-avtomobil-v-gosdohod-za-pyanuyu-ezdu-4658804