

Пушкӑртстанри Татышлă районӗнче пурӑнакан ҫынна ӳсӗрле тепӗр хут ҫӳренӗшӗн хаяр наказани панӑ. Суд йышӑнӑвӗпе, арҫынна автомобильпе ҫӳреме чарнӑ кӑна мар, хӑйӗн машинине яланлӑха ҫухатнӑ. Инкек 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. ДПС ӗҫченӗсем Mitsubishi Outlander автомобиле чарнӑ, унӑн водителӗ ӳсӗр пулни паллӑ пулнӑ. Медицина тӗрӗслевӗ арҫын ӳсӗр пулнине пӗтӗмпех ҫирӗплетнӗ.
Водителе маларах та ҫавӑн пек йӗркене пӑснӑшӑн айӑпланӑ пирки унӑн ӗҫӗсем административлӑ разрядран уголовлӑ ӗҫе куҫнӑ.
Судра арҫын хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ. Прокурор шухӑшне шута илсе судья ҫакӑн пек приговор кӑларнӑ: 200 сехет обязательнӑй ӗҫ, пĕр ҫул та ултă уйӑхлӑха водитель правинчен хӑтарни, Mitsubishi Outlander автомобиле патшалӑх тупӑшне пӗтӗмпех туртса илнĕ.
ПР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх.