

Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерес тата ҫул-йӗр ҫинчи йӗркене пӑсасран сыхланас тӗллевпе республика территорийӗнче водительсене вӑйлатнӑ тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Ӳсӗрле ҫӳремелли тӗслӗхсене тупса палӑртассине тата пассажир-ачасене турттармалли правилӑсене пӑхӑнассине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Паян ирхине патшалӑх автоинспекцийӗн ДПС ятарлӑ уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем автоҫулсен ҫак участокӗсенче ӗҫлеҫҫӗ: «Уфа – Оренбург» трассӑн 113 тата 206 км, «Уфа-Янаул» трассӑн 103 км, «Р-240» ҫулӑн 101 км, «М5 Урал» федераллӑ трассӑн 1455 км.
Патшалӑх автоинспекцийӗ водительсене хӑвӑртлӑх режимне ҫирӗп пӑхӑнма, хӑйсемпе пӗрле мӗнпур кирлӗ документсем тытма, тӗрӗслеме чарӑнма хатӗр пулма чӗнет.