

Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн специалисчӗсем шыв объекчӗсенче граждансен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе куллен профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.
Рейд вӑхӑтӗнче канакансемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттернӗ. Специалистсем шыв ҫинче хӑрушлӑхсӑр хӑтланнин тӗп правилисем пирки аса илтереҫҫӗ, инҫенелле ишме юраманни тата ӳсӗрле шыва кӗме пачах чарни ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ачасен хӑрушсӑрлӑхне уйрӑм тимлӗх уйӑрнӑ: аслисене ачасене шыв-шур ҫывӑхӗнче пӗр минутлӑха та асӑрхамасӑр хӑварма хушман. Ҫавӑн пекех рейдсене хутшӑнакансем шывра хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем пирки асӑрхаттаракан информаци аншлагӗсемпе табличкӑсем пуррине тата мӗнле пулнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗ уйрӑм тӗрӗслевре. Хисеплӗ ҫынсем! Астӑвӑр, шыв тимсӗрлӗхе каҫармасть. Хӑрушсӑрлӑхӑн элементарлӑ правилисене пӑхӑнӑр, хӑвӑра та, ҫывӑх ҫыннӑрсене те упрӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.