Çутă çул
+20 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
5 Августа , 08:25

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑ

ПВО системисем тӑшманӑн 25 дронне пӗтерсе тапӑнӑва ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑПушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑ

 

Иртнӗ эрнере Уфана пилотсӑр самолетсем икӗ хутчен тапӑннӑ, ҫитменнине чи вӑйлӑ тапӑну ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. ПВО системисем тӑшманӑн 25 дронне пӗтерсе тапӑнӑва ӑнӑҫлӑ сирсе янӑ.

ЦУРта иртнӗ оперативлӑ канашлура Радий Хабиров ҫак ӗҫ-пуҫ пирки аса илтернӗ. Активлӑ тата пассивлӑ хӳтӗлев хатӗрӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнă вӑл. БПЛА пӗри объектран 100—150 метрта ӳкнӗ, ванчӑксем эстакадӑна сиенлетнӗ, кӑштах тӗтӗм тухнӑ, анчах пушара хӑвӑрт сӳнтернӗ, предприяти штатлă режимпа ӗҫлет.

Республика пуҫлӑхӗ оборона министерствине, завода сыхлассине тата БАРС подразделенине тав тунӑ, вӗсем ҫак хӑрушлӑха хирӗҫ тӑма вӗреннине палӑртнӑ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-08-03/glava-bashkirii-poblagodaril-voennyh-i-bars-za-sbitie-mnogochislennyh-dronov-vsu-4770434

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫар ҫыннисемпе БАРСа дронсене персе антарнӑшӑн тав тунӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас