

Пишпÿлекри ҫамрӑксен «Вектор» центрăн специалисчӗсем ачасем валли чӑн-чӑн хӑрушсӑрлӑх уявӗ ирттерме «Ҫамрӑк гварди» хастарӗсемпе пӗрлешнӗ.
Кичем лекцисем вырӑнне — хаваслӑ эстафетӑсем. Хастарсемпе пӗрле ачасем ҫул-йӗр ҫинчи тӗп правилӑсене аса илнĕ, ҫул ҫинчи кӑткӑс лару-тӑрӑва сӳтсе явнă, паллах, яланах симӗс ҫутӑпа туслӑ пулма шантарнă.
Тавтапуҫ пирӗн ҫамрӑк хутшӑнакансене кулӑ тинӗсӗшӗн, вӑй-халшӑн, позитившӑн. Ҫулсем ҫинче тимлӗ пулӑр, ку уявра кӑна пӗлтерӗшлӗ мар-ҫке.
#МолодаяГвардия
#ДеньСветофора
#ПДД
#БезопасноеДетство
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club43415916