Çутă çул
+17 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
6 Августа , 07:14

Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!

Аит ял Совечӗ ял тӑрӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери светофор кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ.

Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!

Аит ял Совечӗ ял тӑрӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери светофор кунне халалланӑ мероприяти ирттернӗ. Ачасем ҫул ҫинчи тӗп палла питӗ кӑсӑкланса ӳкернĕ. Вӑл вӗсен ҫутӑ, креативлӑ тата питӗ хаваслӑ пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен унӑн паян уяв.
Ҫавӑн пекех ачасемпе ҫул ҫинче тимлӗ пулни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни пирки калаҫнă, ҫул-йӗр правилисене тепӗр хут аса илнĕ. Хӗрлӗ, сарӑ тата симӗс тӗссем мӗне пӗлтернине аса илтернĕ. Уяв вӗҫӗнче уҫӑ сывлӑшра шавлӑ хускануллӑ вӑйӑсем йӗркеленĕ, унта кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен пек те, водитель пек те туйма пултарнă. Интереслӗ те усӑллӑ пулнă!
#МеждународныйДеньСветофора
#ПДД
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club43415916

 

 

Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Пирӗн уйрӑм кун — Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас