

Аит ял канашӗнчи профилактика ӗҫӗ шайӗнче МЧС волонтерӗсем ачасене тата аслисене шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки пӗлтерес енӗпе акци ирттернӗ.
Ҫулла вӑл — телей. Ку вӑл арбуз шӑрши, ӑшӑ хӑйӑр тата ачасем шыв хӗрринче вӗҫӗмсӗр кулни.
Анчах чи хӗвеллӗ кунра та пӗлтерӗшлӗ «АНЧАХ» пур.
Шыв вӑл — вӑй. Вӑл сулхӑн парнелет, анчах ҫӑмӑлттайлӑха каçармасть.
Ҫавӑнпа та Дема шывĕнче ҫемйипех шыва кӗме хатӗрленнӗ чухне асра тытӑр:
Ачасем шыв хӗрринче — ашшӗ-амӑшӗ юнашар.
Кӑшкӑру инҫӗшӗнче мар. Телефонра мар. Алӑ тӑснӑ ҫӗрте вара.
- Официаллӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗрӗр.
- Инҫете ан ишӗр.
- Ачасене кашни ҫеккунтра сӑнӑр.
Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн кану вӑл — каҫхине эсир хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене пурне те курса йӑл кулни.
Ӑспа канӑр. Хӑвăра та, ҫывӑх ҫыннăрсене те упрăр.
#Бижбулякскийрайон
#БезопасностьНаВоде
#ВолонтёрыМЧС
#ПрофилактическиеБеседы
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club43415916