Çутă çул
+16 °С
Ясно
Хăрушсăрлăх
25 Августа , 06:25

Пушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕ

Благовещенскра прокуратура суд урлӑ ӳсӗр водительтен иномаркине туртса илме пултарнӑ.

Пушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕПушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕ
Пушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕ

Благовещенскра прокуратура суд урлӑ ӳсӗр водительтен иномаркине туртса илме пултарнӑ.

28 ҫулти вырӑнти ҫынна РФ УК 264.1 статйин 1-мӗш пайӗпе (тепӗр хут ӳсӗр ҫӳрени) тата РФ УК 319-мӗш статйипе (полицейские кӳрентерни) айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Пӗрремӗш инстанци сучӗ ӑна пĕр ҫул та пĕр уйӑхлӑха условнăй майпа автона икĕ ҫуллӑха тытса пыма чарнӑ, анчах та «Инфинити G-35 спорт» автомобиле конфискацилеме килӗшмен, машинӑна судпа айӑпланаканӑн пӗлӗшӗ ҫине ҫырса хунине асӑннӑ.

Прокуратура ку йышӑнӑва ҫӑхавланӑ: тӗрӗслев хӗрӗн кун пек иномарка туянма официаллӑ тупӑш ҫуккине, водитель прави те ҫуккине кӑтартнӑ. Республикӑн аслӑ сучӗ айӑплавҫӑ сӑлтавӗсене ырланӑ, ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма янӑ, юлашкинчен хаклӑ автомобиле патшалӑх тупӑшне туртса илнӗ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Алексей Валтиев / https://fotobank02.ru/

 

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-08-24/v-bashkirii-u-netrezvogo-voditelya-zabrali-infiniti-4791460

 

 

Пушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕ
Пушкӑртстанра ӳсӗр водительтен «Инфинитине» туртса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас