

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин августӑн 24-мӗшӗнче ҫӗршыври критикӑллӑ инфраструктура объекчӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсем ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ указа право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Хуҫисем вӗсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермен критикӑллӑ инфратытӑм объекчӗсене правительство йышӑнӑвӗпе вӑхӑтлӑх управление пама пултарнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫакӑн пек мерӑсем йышӑнмалли тӗп сӑлтавсенчен пӗри —пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе (БПЛА) усӑ курса тапӑнас хӑрушлӑха чарас мероприятисен тухӑҫсӑрлӑхне тупса палӑртасси.
Документ айне топливӑпа энергетика комплексӗн предприятийӗсем, промышленноҫпа логистика комплексӗсем, ҫыхӑну, энергетика объекчӗсем, ҫав шутра атом, коммуналлӑ тата транспорт инфратытӑмӗ кӗреҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех список шутне экономика ҫирӗплӗхӗшӗн тата ҫӗршыв халӑхӗн пурнӑҫ ӗҫне тивӗҫтерессишӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ тата потенциаллӑ хӑрушӑ объектсем кӗреҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Михаил Метцель.