Çутă çул
+12 °С
Облачно
Хăрушсăрлăх
3 Сентября , 08:35

Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе» заняти иртнӗ

Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садӗнче хӑрушсӑрлӑх ӗҫӗ воспитанийĕ — вӗренӳ процесӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать.

Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗАча садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе» заняти иртнӗ

Ачасемпе аслисен хӑрушсӑрлӑхӗ пирӗн обществӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать, ача сачӗ вара – пӗр пӗтӗм организм, унта ертӳҫӗрен пуҫласа техника ӗҫченӗсем таран пурин те пурнӑҫпа сывлӑха упрассишӗн, пире шаннӑ ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн ӑнланса тулли явап тытмалла.
Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садӗнче хӑрушсӑрлӑх ӗҫӗ воспитанийĕ — вӗренӳ процесӗнче уйрӑм вырӑн йышӑнать.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Непоседы» ушкӑнра «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсем» енӗпе заняти иртнӗ. Воспитанниксене чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсемпе паллаштарма ача сачӗн педагогӗсем тӗрлӗ лару-тӑрура ачасене хӑрушлӑхсӑр тыткалас енӗпе занятисем ирттернӗ.
«Солнышко» ушкӑнра занятисемпе вӑйӑ тренингӗсем иртнĕ, унта ачасем юрӑхлӑ формӑпа:
✅ ҫул ҫинче хӑвна мӗнле тытмалла тата ҫуран каҫмалли ҫулпа ҫеҫ каҫни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ;
✅ ҫухалса кайсан мӗн тумалла, камран пулӑшу ыйтма пулать;
✅ килте хӑрушӑ лару-тӑруран мӗнле пӑрӑнмалла (сӑмахран, розеткӑсене тӗкӗнмелле мар, аслисемсӗр эмел илмелле мар);
✅ ача садӗнче тата уҫӑлса ҫӳренӗ чухне хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене пĕлнĕ.
Ансат правилӑсене пӗлни — ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те шанӑҫпа лӑпкӑлӑх патне пыракан пӗрремӗш утӑм!

#МирБезОпасности
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club210640610

 

Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе»  заняти иртнӗ
Ача садĕнче «Пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗсемпе» заняти иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас