

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров тата Раҫҫей президенчӗн ПФОри полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Александр Тихонов регионти оперативлӑ штаб ларӑвне ирттернĕ. Промышленноҫ предприятийӗсене, ҫавӑн пекех инфратытӑм тата ЖКХ объекчӗсене хӳтӗлессине вӑйлатас ыйтусене пӑхса тухнă.
Штаб ӗҫне министерствӑсемпе ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех оперативлӑ службӑсен представителӗсем хутшӑннă. Вӗсем производствӑсемпе коммуналлӑ организацисен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли плансене пурнӑҫланин хушӑри кӑтартӑвӗсене пӗлтернĕ.
Пилотсăр вĕçев аппаратсемпе усӑ курса террорла атакӑсене хирӗҫ кӗрешекен БАРС регионти подразделенин специалисчӗсене мӗнле хатӗрленине те пӑхса тухнă.
Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн промышленноҫ площадкисене тата инфратытӑм объекчӗсене хӳтӗлемелли хушма мерӑсем енӗпе оперативлӑ штаб йышӑнӑвне хатӗрленӗ тесе пӗлтерет Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн администрацийӗн пресс-служби.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2026-09-30/v-bashkirii-prinyaty-dopolnitelnye-mery-zaschity-promyshlennyh-ploschadok-4831484