

Авӑркас районӗнче прокуратура вырӑнти 42 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе «Çул ҫитмен ачана пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан ӗҫсем тума явӑҫтарасси» уголовлӑ ӗҫпе айӑплав пӗтӗмлетӗвне ҫирӗплетнӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче айӑпланакан хӑйӗн 15 ҫулти ывӑлӗ валли «Комета-2» маркӑллӑ мопед туяннӑ. Каярах, авӑн уйӑхӗнче, çамрӑк Андреевка ялӗнчи полици ӗҫченӗсене ҫакланнӑ: вӑл урампа правасӑр, хӳтлӗх хатӗрӗсемсӗр ярӑннӑ. Патрульсене асӑрхасан шкул ачи чарӑнма ыйтнине шута илмен, тарса пытанма хӑтланнӑ.
Хӑйӗн айӑпне хӗрарӑм пӗтӗмпех йышӑннӑ. Транспорт хатӗрне туртса илсе ятарлӑ стоянкӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра уголовлӑ ӗҫ материалӗсене Авӑркас районӗн миравай судйи пӑхса тухӗ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-10-01/v-bashkirii-mat-poydet-pod-sud-iz-za-podarennogo-synu-mopeda-4831726