Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
4 Ноябрӗн 2021, 11:13

Пӑслӑкра "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ ӗҫлет

Пӑслӑкри нумай функциллӗ культура центрӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ йӗркеленӗ. Курава Татьяна Александровна Чернован ӗҫӗсене тӑратнӑ: чӗнтӗр салфеткӑсем, ҫыхнӑ калӑпӑшлӑ хитре вазӑсем, алтӑрсем, кружкӑсем, виткӗҫпе минтерсем,ҫавӑн пекех ӑшӑ ҫӑм нускисемпе тапочкӑсем, шлепке.

Пӑслӑкра  "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ ӗҫлет
Пӑслӑкра "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ ӗҫлет

"Ҫын пултаруллӑ пулсан, вӑл пур ӗҫре те талантлӑ!"— теҫҫӗ халахра. Татьяна Александровна — ун пек ҫынсенчен пӗри. Вӑл Пӑслӑкри нумай функциллӗ культура центрӗнче ӗҫлет, ӗҫчен те тирпейлӗ. Татьяна Александровна "Ҫӑлкуҫ"  чӑваш халӑх фольклор ансамблӗнче юрлать, ҫавӑн пекех унӑн тепӗр хобби те пур - крючокпа ҫыхни. Вӑл нумай пулмасть кӑна ҫак ӗҫпе кӑсӑкланма пуҫланӑ  пулин те, унӑн чӑн-чӑн шедеврсем пулаҫҫӗ.

Пӑслӑкри нумай функциллӗ культура центрӗн ВК страницинчен.

Пӑслӑкра  "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ ӗҫлет
Пӑслӑкра "Чӗнтӗр ҫип" пултарулӑх куравӗ ӗҫлет
Автор: Марина Иванова
Читайте нас