Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Киленÿ
3 Декабрӗн 2021, 10:04

Уфара ăстасем тĕл пулнă

Шупашкарти ал ăсти Светлана Константинова каласа парать.

Уфара ăстасем тĕл пулнă
Уфара ăстасем тĕл пулнă

Паянхи кун эп Пушкӑрт Республикин тӗп хулинче иртекен Арт-фестивальте Кӗмӗл Чӑваш Ен проектпа хутшӑнатӑп. Чи пысӑк тӗллев вӑл - тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси. Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех.

Чи малтанах мӗн асӑрхани тата пӑшӑрхантарни пирки калас килет. Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ, тата мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар.

Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть . Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр.

Фестиваль виҫӗ куна тӑсӑлать. Ҫавӑнпа тата интереслӗ самантсем пулаҫҫӗ пуль-ха. 

Уфа. Арт. Ремёсла. Сувениры - 2021

https://vk.com/haval?w=wall-12972450_16405%2Fall

Уфара ăстасем тĕл пулнă
Уфара ăстасем тĕл пулнă
Уфара ăстасем тĕл пулнă
Автор:
Читайте нас