Уфари планетарийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑрт çыннисем майӑн 29-мӗшӗнче 5.03 сехетре Марс планетипе Юпитер пӗрлешнине сӑнама пултараҫҫӗ.
"Хӗрлӗ планета" Юпитертан кӑнтӑралла 38 кӗтесри минутран, тулли Уйӑх диаметрӗнчен кӑшт пысӑкрах.
"Ҫак ир планетӑсем горизонт ҫийӗпе пӗр вӑхӑтрах тенӗ пекех — 03.00 сехетре Уфа вӑхӑчĕпе — Хӗвел тухиччен 1 сехет те 50 минут маларах тухӗҫ, тул ҫутӑлас умӗн хӗвелтухӑҫӗнче 7 градус ҫӳллӗшӗнче курӑнӗҫ. Тул ҫутӑлас умӗн ҫак мӑшӑра шыраса тупма йывӑр мар. Вӗсем ахаль куҫпах лайӑх курӑнĕç. Ҫап-ҫутӑ Юпитер-12,3 m - чи ҫутӑ ҫӑлтӑр пек курӑнӗ. Марс, кӑшт вӑйсӑртарахскер, унӑн ҫӑлтӑр пысӑкӑш +0,7 m, Юпитертан кӑшт аяларах та сылтӑмарах курӑнĕ", - палӑртрӗҫ тӗп хулан планетарийӗнче.
Аса илтеретпӗр, майӑн 30-мӗшӗнче Пушкӑрт ҫыннисем Хӗвелпе пӗрле Хура Уйӑх тухнине сăнĕç.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа планетарийӗ.