

Республика Вӗренӳ министерстви 2021 ҫулхи ноябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 5-мӗшӗччен хăй хайланă «Минең әкиәт» юмахсен регионсен хушшинчи конкурс иртет, ăна 2021 ҫулта Пушкӑрт чӗлхи кунне халалланӑ культурӑпа ҫутта кӑларакансен мероприятийӗсен шайӗнче ирттереççĕ.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ачасем, 18 ҫултан аслисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурса хутшăнакансем тĕрлĕ жанрсемпе пултарулӑх ӗҫне тăратаҫҫӗ: юмах-притча, чĕрчунсем ҫинчен юмах, юмористла йӑла юмахӗ, асамлӑ юмах, паттӑрла юмах, юмах-легенда, лингвистла юмах тата ыттисем. Юмахсене электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: moya.skazka.00@mail.ru ҫавӑн пекех 2021 ҫулхи декабрĕн 5-мĕшĕччен #МинеңӘкиәт2021 хештег айӗнчи социаллӑ сетьсенче хӑйсен юмахне пичетлесе кӑлармалла.
Уфа администрацийĕн информацийĕпе.