+24 °С
Дождь


Уфара Пӗтӗм Раҫҫейри "вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсен Отечество" конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекен Григорий Романов А.И.Асадуллина вӗрентекен ертсе пынипе "Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ" номинацире "Пишпÿлек районӗн Геройĕсем" темӑпа хӑйӗн ӗҫне хӳтӗленӗ те иккӗмӗш вырӑн йышӑннă! Григорипе Анна Иосифовнӑна лайӑх кӑтартупа саламлатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пăча творчествин центрĕн социаллă сетьри страницинчен.