"Çулталӑкри налук тӳлекен" республика конкурса июнĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 31-мӗшӗччен хутшӑнмалли заявкӑпа документсен пакетне пама юрать.
Июнĕн 1-мӗшӗнче Пушкӑртстанра республикӑри "Çулталӑкри налук тӳлекен" ҫулленхи конкурс пуҫланать.
Финанс министрӗ Лира Игтисамова каланӑ тӑрӑх, конкурсантсене хакламалли критери — тӳленӗ налуксен суммисем кӑна мар. Тӗллев — регион гражданӗсем ӗҫлӗ пулни, предприятисенче ӗҫ укҫи фончӗн ӳсӗмӗ пӗрлештернӗ бюджета тӳлевлӗ налуксемпе тивӗҫтерекен налук тӳлекенсене хавхалантарасси.
Конкурс ҫӗнтерӳҫи ятне малашне документацисемпе тата реклама материалӗсемпе усӑ курма пулать.
Коекурса хутшăнма пултараççĕ:
− пысӑк организацисем;
− вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем (ИПсĕр пуҫне);
− вак предпринимательлӗх субъекчӗсем (ИПсĕр пуҫне);
− уйрӑм предпринимательсем.
Конкурс налук тӳлекенӗн тӗп ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе вунӑ номинаципе иртӗ, ҫав шутра: ял, вӑрман хуҫалӑхӗ, сунар, пулӑ тытасси, пулӑ ӗрчетесси, производствӑна тирпейлекен, ҫӗр айӗнчи усӑллӑ тупӑш, суту-илӳ тата ытти те.
Претендентсем 2022 ҫулхи июлӗн 31-мӗшӗччен конкурса хутшӑнма заявка тата документсен кирлӗ пакетне"Информаципе аналитика центрне": г. Уфа, ул. Цюрупы, д. 13, 4 хут, каб. 400а (хут ҫинче) тата электронлӑ адрес ҫине: [email protected] (электронлӑ майпа) ярса пама пултараççĕ.
Контакт телефонӗ "Çулталӑкри налук тӳлевҫи" конкурса ирттермелли документсемпе йӗркесем çинчен +7 (347) 218-15-55.
Конкурс ҫинчен тӗплӗрех информаци çак ссылкăпа: https://minfin.bashkortostan.ru/documents/active/240470/
«МГ» информацийĕпе.