Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурссем
28 Июлӗн 2022, 20:56

Радий Хабиров Благовещенска Раҫҫейри чи лайӑх моно хула статусӗпе саламланă

Благовещенск - Пушкӑртстанра хӑвӑрт аталанакан пилĕк территорирен пӗри.

Радий Хабиров Благовещенска Раҫҫейри чи лайӑх моно хула статусӗпе саламланă
Радий Хабиров Благовещенска Раҫҫейри чи лайӑх моно хула статусӗпе саламланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хӑйӗн социаллă сетьсенчи страницинче Благовещенска 2021 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫейри чи лайӑх моно хуласен рейтингӗнче малта пулнă ятпа саламланă.
"Хула ҫӗршыври чи лайӑх вунӑ моно хула шутне пӗрремӗш хут кӗнӗ, ку вӑл системӑллӑ пысӑк ӗҫӗн лайӑх кӑтартӑвӗ. Благовещенск - Пушкӑртстанра хӑвӑрт аталанакан пилĕк территорирен пӗри. ТОСЭР статусне ăна 2019 ҫулта панă. Вӑл экономикӑна тата социаллӑ сферӑна инвестицисем хывма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тата интереслӗ проектсем йӗркелеме, пурӑнакансемшӗн малашлӑх уҫма май парать. Эпир хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелес енӗпе те нумай ӗҫлетпӗр, ҫав шутра федераци программисене хутшӑннине пула", - палӑртнă Радий Хабиров.
Республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, экспертсем Благовещенскра предпринимательлӗх активлӑхӗн ӳсӗмне палӑртаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тĕпчев результачӗсем муниципалитет ертӳлӗхне шаннине кӑтартнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сетĕнчен.

Радий Хабиров Благовещенска Раҫҫейри чи лайӑх моно хула статусӗпе саламланă
Радий Хабиров Благовещенска Раҫҫейри чи лайӑх моно хула статусӗпе саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: