Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурссем
4 Кӑрлач 2023, 19:06

Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ

Пишпÿлек районӗ "Чи лайӑх этнос сӑмаварĕ" номинацире диплом хуҫи пулса тӑнӑ.

Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ

Пишпÿлек районӗ "Чи лайӑх этнос сӑмаварĕ" номинацире диплом хуҫи пулса тӑнӑ.
Январӗн 2-мӗшӗнче "Ҫӗнӗ çул каникулӗ TERRA ZIMA-2023" фестиваль шайӗнче Гостинӑй картиш площадӗнче "Зимний сабантуй" иртнӗ те сăмаварсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ.
Уфара виҫҫӗмӗш хут сăмаварсен конкурсӗ иртнӗ. Конкурса пурӗ 45 команда хутшӑннӑ.
"Чи тутлӑ чей-2023" номинацире Иглин, Балтачă, Куюргаза, Караидель, Архангельск районӗсен командисем ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Давлекан, Салават, Нуриман, Янаул районӗсемпе Сибай хула округӗн командисем "Чи тухӑҫлӑ сӑмавар-2023" номинацире чи лайӑххисем пулнӑ.
Авалхи интереслӗ сӑмаварсем Туймазă, Благовещенск, Пелепей районӗсен командисем тӑратнӑ та "Чи авалхи сӑмавар-2023" номинацире ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.
Этникӑри чи лайӑх сăмаварсене Илиш, Стерлибаш, Пишпÿлек районӗсен командисем конкурса илсе килнӗ те пӗрлехи номинацире конкурс дипломӗсене тытса тӑракансем пулса тӑнӑ.
"Чи креативлӑ чей-2023" Гостинӑй картиш умӗнчи площадьре Кушнаренкă, Зианчура тата Альшей районӗсен командисем йӗркеленӗ.
Конкурсӑн аслӑ наградине Гран-при Нефтекамск хула округӗн Краснокама районӗнчи командисем тивӗҫнӗ.
Конкурс командисене – лауреатсене укҫа-тенкӗ парнисемпе наградӑланӑ.
Ҫавӑн пекех ачасемпе аслисемшӗн вӑйӑ, ӑмӑрту тата концерт программи йӗркеленӗ. "Зимний сабантуй" ҫыннисем те, хӑнасем те тутлӑ чей ӗҫнипе ӑшӑнма пултарнӑ.
#Терра_Зима2023
#БИЖБУЛЯКСКИЙРАЙОН
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Уфара сăмаварсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: