Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
29 Мартӑн 2023, 09:55

Пушкӑртра "Космос ача-пӑча куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртӗ

Жюри электронлӑ дипломсемпе наградӑлакан ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртать, хутшӑнакансем сертификат илӗҫ.

Пушкӑртра "Космос ача-пӑча куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртӗ
Пушкӑртра "Космос ача-пӑча куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртӗ

Республикӑри ача-пӑча вӗренӳ технопаркӗ "Кванториум" Космонавтика кунӗ тӗлне ӳкерчӗксен конкурсӗ ирттерет.

Унта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисем, хушма пӗлӳ организацийӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса уйрӑммӑн пурнӑҫланӑ ӳкерчӗксен пахалӑхлӑ сӑнӳкерчӗкӗсене йышӑнаҫҫӗ. Конкурс виҫӗ ҫулти ушкӑнпа иртет: 5 - 8 ҫул, 9 - 13 ҫул, 14 - 18 ҫул.

Ӳкерчӗке хут ҫине А4 е А3 форматпа тултармалла. Ӑна гель ручкăпа, тушьпе, пастельпе, акварельпе, гуашьпа, ҫупа, акрил сӑрӗсемпе, кӑмрӑкпа ӳкерме пулать. Кашни ӗҫ çинче ҫакӑн пек информаци пулмалла: автор хушамачӗпе ячӗ, миҫе ҫулта, хутшӑнакан учреждени ячӗ, педагог ФИО (пӗтӗмӗшпех, телефон).

Ӳкерчӗксен сӑнӳкерчӗкӗсене апрелӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен 8 937 153 56 23 номер ҫине WhatsApp е Telegram ҫине илеҫҫӗ.

Жюри электронлӑ дипломсемпе наградӑлакан ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртать, хутшӑнакансем сертификат илӗҫ.

Конкурс итогӗсене ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче технопарк страницисенче ирттерӗҫ.

Конкурс ирттересси ҫинчен калакан положени кунта.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-03-28/v-bashkirii-proydet-konkurs-risunkov-kosmos-glazami-detey-3195322

 

 

 

 

Пушкӑртра "Космос ача-пӑча куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртӗ
Пушкӑртра "Космос ача-пӑча куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсӗ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: