Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Конкурссем
11 Июлӗн 2023, 11:27

Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ

Пӗтӗм Раҫҫейри агроклассемпе агроэкологи пӗрлешӗвӗсен слечӗ "АгроСтарт" хушăлкасемшĕн ăнăçлă иртнĕ.

Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ

"Чи лайӑх агропĕрлешÿ" ята Хушăлкари вӑтам шкул команди тивĕç пулнă. Командăра - Гурьянова Екатерина, Григорьев Антон, Иванова Элиза, Тимофеев Виталий. Çавăн пекех пӗтӗмӗшле зачетра ачасем 2-мĕш вырӑн йышăннă.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене, ҫавӑн пекех вӗсен вӗрентӳҫисемпе делегацисен ертӳҫисене, ачасене ҫакӑн пек ответлӑ тӗрӗслеве хатӗрленме пулӑшнӑ тата вӗсене вӗҫевре пулӑшнӑскерсене, саламлатпӑр! Тĕпрен илсен,  Хушăлкари вӑтам шкулти биологипе хими учительне  Васильева Надежда Евдокимовнӑна.

Июлӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн 30 субъекчӗн командисем Пӗтӗм Раҫҫейри агроклассемпе агроэкологи пӗрлешӗвӗсен "АгроСтарт" слетĕнче  аграри наукисен енӗпе хӑйсен пӗлӗвӗсене кӑтартса панӑ, хӑйсен бизнес-идейисене паллаштарнӑ, педагогсем вара хӑйсен вĕренекенĕсемшĕн куляннӑ ҫеҫ мар, мастер-классене, конференцисене хастар хутшӑннӑ, агроклассемпе агрономологи пӗрлешӗвӗсене аталантарас енӗпе ҫул карттине сӳтсе явнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем:

https://vk.com/away.php?to=https%3A%2F%2Ffedcdo.ru&cc_key

 

 

Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Хушăлка ачисем черетлĕ ăмăртура çĕнтернĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: