"Кокпар" е пушкӑртла "ылаҡ" - авалхи вӑйӑ, вӑл пушкӑрт халӑхӗн тата Вӑтаҫӗр Ази халӑхĕсен культура пайӗ пулса тӑрать. Палӑртса хӑварар, "ылак" - Баймак районӗнче асӑннӑ "Башҡорт аты" фестивалӗн тӗп вӑййисенчен пӗри.
Паян ку вӑйӑра Баймак районӗн спортсменĕсемпе Казахстанри "Актубэ" команда тупӑшнă. Интереслӗ, казахсем ҫӗнтернĕ. Казах клубӗн тренерӗ Норджан палӑртнӑ тӑрӑх, Казахстанра ку вӑйӑ питӗ аталаннӑ, чемпионсем нумай. Казахстан хӑнисем Пушкӑрт ҫутҫанталӑкӗн илемне, фестивале лайӑх йĕркеленине палӑртнă.
Сӑмах май, ку вӑййа аталантарма пирӗн республикӑра казахсем ытларах та команда илсе килме пулнă. Интереслӗ, Казахстанра çак спорт тӗсне хутшăнакан лашасене ятарласа ĕрчетеççĕ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-11/starinnaya-igra-kokpar-ofitsialnyy-vid-sporta-v-kazahstane-3383836