Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
1 Мартӑн , 11:38

Пишпÿлек районĕнче «Илемпи-2024» уçă конкурс пулать

Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ йĕркеленипе 2024 çулхи апрель-март уйăхĕсенче «Илемпи-2024» («Чăваш пики–2024») уçă конкурс иртет.

Пишпÿлек районĕнче «Илемпи-2024» уçă конкурс пулать
Пишпÿлек районĕнче «Илемпи-2024» уçă конкурс пулать


Хисеплĕ туссем, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ йĕркеленипе 2024 çулхи апрель-март уйăхĕсенче «Илемпи-2024» («Чăваш пики–2024») уçă конкурс иртет.
Мероприятие пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене аталанма пулăшас, тăван халăх культурине, йăли-йĕркине упраса хăварас, районти çамрăксен хушшинчи социаллă тата культура çыхăнăвĕсене çирĕплетес тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Конкурс укçа-тенкĕпе çыхăнман проект шутланать. Унта Пишпÿлек тата юнашар районсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Пултарулăх ăмăртăвне хăйсене сцена çинче тытма, аудиторипе хутшăнма пултаракан, чăваш халăх йăли-йĕркисене пĕлекен, шÿте ăста, ăслă та илемлĕ, пултарулăх тата артист ăсталăхĕ пур хĕрсене суйласа илеççĕ. Конкурса чăвашла лайăх калаçма, хăйсен пултарулăх вăй-хăватне уçса пама пултаракан 16-27 çулхи хĕрсене йыхравлаççĕ.
Мероприяти икĕ пайран тăрать:
Пĕрремĕш тапхăр – куçăн мар мелпе. Конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнас текенсем 2024 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен заявка тата хăйсемпе паллаштармалли видео (3-5 минутлă) ярса памалла.
Иккĕмĕш тапхăр – финал. Вăл апрелĕн 25-мĕшĕнче иртет. Финала тухнă пикесем хăйсем унта хутшăнассине çирĕплетеççĕ те хатĕрленме пуçлаççĕ.
Конкурсăн иккĕмĕш пайĕ Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи Культура çуртĕнче шоу-программа евĕр иртет. Ăмăрту пилĕк пайран тăрать: «Паллашу карточки», «Ăс-тăн конкурсĕ», «Пултарулăх конкурсĕ», «Чăваш наци апачĕ», «Чăваш тумĕ».
Конкурсăн юлашки тапхăрне хутшăнас текенсенчен заявкăсене 8(347-43) 2-41-27 телефонпа тата çак электронлă адреспа: [email protected] ярса памалла. Заявкăсене кашни кун 10.00-13.00 сехетсенче йышăнаççĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене çакăн пек ятсем параççĕ:
1-мĕш вырăн – «Илемпи-2024»;
2-мĕш вырăн – «Вице-Илемпи-2024».
Уйрăм номинаци çĕнтерÿçисене «Çепĕç пике», «Ăслă пике», «Илĕртÿллĕ пике», «Çĕкленÿллĕ пике», «Ăстапи пике» ятсем парĕç. Куракансем сасăлавĕ хушшинче чи нумай сасă пухнă пике «Куракансем кăмăлланă пике» ята тивĕçĕ.
Йĕркелÿçĕсем.

 

Пишпÿлек районĕнче «Илемпи-2024» уçă конкурс пулать
Пишпÿлек районĕнче «Илемпи-2024» уçă конкурс пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: