Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
26 Апрелӗн , 10:33

Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ

Кӑҫал "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" ята Пишпÿлекри Карина Лукова тивӗҫ пулнă.

Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Пăслăкри Культура çуртĕнче "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" - илем тата талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ.
Мероприятие ултă чӑваш хĕрĕ хутшӑннӑ: Хушăлка пики Элина Новикова, Ермекей районӗнчи Нижнеулу-Елга хĕрĕ Полина Макеева, Ситекпуçĕнчи Елизавета Сабирова, Пăслăк хĕрĕсем Анастасия Авзалова тата Валерия Васильева, Пишпÿлекри Карина Лукова.
Хутшӑнакансен визит карточки, ӑс-хакӑл конкурсӗ, пултарулӑх тухса калани, чӑваш наци костюмӗсен дефили - ҫакӑн пек конкурссенче хӗрсем хӑйсене кӑтартнă. Кунсӑр пуҫне вӗсем жюри членӗсене малтанах хатӗрленӗ чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанă - ку килти ĕç пулнă.
Конкурс ҫӗнтерӳҫи чи хитре, пултаруллă хăйне кӑтартнă хĕр пулса тӑнă. Кӑҫал "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" ята Пишпÿлекри Карина Лукова тивӗҫ пулнă.
Пӗтӗм программа тӑршшӗпе куракансем илемлӗ атмосферӑпа киленнӗ, конкурсанткӑсем тухса каланӑшӑн тата пултарулӑх номерӗсемшӗн савӑннӑ.

Конкурса хутшӑнакансене пурне те саламлатпӑр!

Екатерина ЗАХАРОВА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Екатерина Захарова.
https://svetput.ru/news/novosti/2024-04-25/v-bazlyke-proshel-otkrytyy-konkurs-krasoty-i-talanta-chuvashskaya-krasavitsa-ilempi-2024-3743267

 

 

Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Пăслăкра "Чӑваш пики" - "Илемпи-2024" илемлӗхпе талантӑн уҫӑ конкурсӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: