Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Конкурссем
8 Августӑн , 11:42

Уфари университет Ильдар Биккузин ячӗллĕ фотоконкурса малалла тӑснӑ

Пушкӑрт тӗп хули 450 ҫул тултарнине халалланӑ «Мой родной край, где цветет курай» конкурса ĕçсене сентябрӗн 15-мӗшӗччен ямалла.

УУНиТ пресс-службинче конкурса шкул ачисем, колледжсемпе аслӑ шкул студенчӗсем, ҫавӑн пекех фотоискусствӑна юратакансем 14 ҫултан пуҫласа хутшӑнма пултарни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл çак номинацисемпе иртет: "Манӑн Тӑван ҫӗршыв сӑнӗсем", "Тӑван ҫӗршывӑн архитектури", "Тӑван ҫӗршывӑн çутҫанталӑкӗ" тата "Хула сăнĕсем".
 
Заявкӑсене [email protected] электронлӑ почтӑпа «Мой родной край, где цветет курай» тесе ҫырса, 2024 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерекенсем укҫа-тенкӗ парни илӗҫ: 10000, 5000 тата 3000 тенкӗ.
 
Конкурса юлашки ҫулсенче Пушкӑрт Республикинче туризма аталантарассипе ӗҫленӗ, университетран вӗренсе тухнӑ Ильдар Биккузин ятне панӑ, вăл культурӑпа вӗренӳ проекчӗсене пурнӑҫланӑ. Конкурс пирки тĕплĕнрех УУНиТ сайчӗ ҫинче пĕлме пулать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Биккузинсен ҫемйин архивӗ.
 
Уфари университет Ильдар Биккузин ячӗллĕ фотоконкурса малалла тӑснӑ
Уфари университет Ильдар Биккузин ячӗллĕ фотоконкурса малалла тӑснӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: