Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
21 Сентябрӗн 2021, 13:29

Пушкин карттипе культура учрежденисене тÿлевсĕр кĕме пулать

Октябрьскинче 484 шкул ачи "Пушкин карттине" ҫырса хатӗрленӗ.  

Пушкин карттипе культура учрежденисене тÿлевсĕр кĕме пулать
Пушкин карттипе культура учрежденисене тÿлевсĕр кĕме пулать

Октябрьскинче 484 шкул ачи "Пушкин карттине" ҫырса хатӗрленӗ.

Хулара вӗренекен вунтӑватӑ ҫултан пуҫласа вунсакӑр ҫулччен пурте ҫак проекта хутшӑнӗҫ те "Пушкин карттине" тытса тӑракансем пулӗҫ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак проект мӗне пӗлтернине, унӑн пахалӑхне вӗренӳ заведенийӗсен администрацине, педагогсемпе класс ертӳҫисене ăнлантарнă, лешсем хӑйсен енчен воспитанниксен хушшинче ӑнлантару ӗҫне илсе пынă.

Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗршывра "Пушкин картти" проект пурнӑҫланать. Халӗ 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫул таран ÿсĕмри ҫамрӑк ҫынсем культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Кӑҫал кашни "Пушкин карттине" виҫшер пин тенкӗ уйӑрнӑ. Тепӗр ҫултанах ку укҫа пилӗк пин тенкӗ пулать тесе шутлаҫҫӗ.

 «ОН» информацийĕпе.

Пушкин карттипе культура учрежденисене тÿлевсĕр кĕме пулать
Пушкин карттипе культура учрежденисене тÿлевсĕр кĕме пулать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: