Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
23 Сентябрӗн 2021, 11:13

Пушкăртстан театрĕн Санкт-Петербургра гастроль пуçланнă

Санкт-Петербургра Мустай Карим ячĕллĕ ПР наци çамрăксен театрӗн гастролӗсем пуҫланчӗҫ.  

Пушкăртстан театрĕн Санкт-Петербургра гастроль пуçланнă
Пушкăртстан театрĕн Санкт-Петербургра гастроль пуçланнă

Санкт-Петербургра Мустай Карим ячĕллĕ ПР наци çамрăксен театрӗн гастролӗсем пуҫланчӗҫ.

А. А. Брянцев ячĕллĕ ТЮЗ сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен Уфара хӑйӗн спектакльӗсене кӑтартнӑ. Халĕ вара ҫамрӑк куракансен Театрӗн сцени ҫинче Пушкӑртстанри наци ҫамрӑксен театрӗн гастролӗсем пуҫланаҫҫӗ. Петербург кураканĕсем пилӗк спектакль кураҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри театр премине - "Ылтӑн маска" - тивӗҫнӗ.

Федерацин "Пысӑк гастроль" программи шайӗнче Мустай Карим ячӗллӗ ПР наци ҫамрӑкӗсен наци театрӗн гастролӗсем уҫӑлнă.

Сентябрӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен ҫамрӑк куракансен Театрӗн сцени ҫинче вӗсене ПР театрĕн вырӑс труппи спектакльсем кӑтартӗ: Борис Вахтин "Синяя-синяя речка"; Клод Манье "Оскар"; Анатолий Крым "Лёвушка"; Астрид Линдгрен "Пеппи Длинныйчулок"; Анатолий Приставкин "Ночевала тучка золотая".

Гастрольсене "Синяя-синяя речка" спектакль уҫнă. Ку постановкӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ. Премьери ҫулталӑк каярах пулмалла пулнă, анчах пандемие пула театр сезонне каярах хăварнă.  

«Утро в Петербурге» программа студийӗнче Пушкӑртстан Республикинчи ҫамрӑксен Наци театрӗн художество ертӳҫи Ольга Мусина халӑх артисчӗ хăнара пулнă. Вӗсем Петербург ҫыннисене пулас гастрольсемпе спектакльсем ҫинчен каласа панӑ.  

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстан театрĕн Санкт-Петербургра гастроль пуçланнă
Пушкăртстан театрĕн Санкт-Петербургра гастроль пуçланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: