Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
30 Сентябрӗн 2021, 20:35

Каныкайра кавир мастерскойĕ уçăлать

Пушкӑртстан проекчӗсем Культура пуҫарӑвӗсен президент фончĕн пӗрремӗш грант конкурсĕн пулӑшăвне илнӗ.

Каныкайра кавир мастерскойĕ уçăлать
Каныкайра кавир мастерскойĕ уçăлать


Пушкӑртстан проекчӗсем Культура пуҫарӑвӗсен президент фончĕн пӗрремӗш грант конкурсĕн пулӑшăвне илнӗ. Республикӑшӑн грантсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 25 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Пирӗн регионран панӑ 356 заявкӑран 41 ырланӑ!
Правительство фончӗ пулӑшнине илнӗ Пушкӑртстанран чи пысӑк проект "Ҫӗр сӑмахӗ / Онлайн 2.0" Регионсен хушшинчи цифра вӗренӳ кинопрочӗ пулса тӑчӗ. Унта хутшӑнакансем 75 сценари ҫырӗҫ те Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхипе 45 фильм ӳкерӗҫ.
Чи бюджет проекчӗ-Пишпӳлек районӗнче кавир тĕртессине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратасси. Каныкай ялӗнче кавир хатӗрлекен пултарулӑх мастерскойӗ уҫӑлать.
Аса илтеретпӗр, культура пуҫарӑвӗсен Фондне 2021 ҫулхи май уйӑхӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе йӗркеленӗ. Культура, искусство тата пултарулӑх индустрийӗсем енӗпе проектсем валли 3,5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: коммерциллӗ мар организацисен представителӗсем кӑна мар, ҫавӑн пекех уйрӑм предпринимательсемпе патшалӑхӑн мар культура учрежденийӗсен представителӗсем те укҫа-тенкӗ илме пултараҫҫӗ.
Пишпÿлекри культура керменĕн сайтĕнчен.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

 

Каныкайра кавир мастерскойĕ уçăлать
Каныкайра кавир мастерскойĕ уçăлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: