Çутă çул
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
30 Сентябрӗн 2021, 19:17

Пишпÿлекри инструмент ансамблĕн концерчӗ иртет

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пишпÿлекри инструмент ансамблĕн концерчӗ иртет
Пишпÿлекри инструмент ансамблĕн концерчӗ иртет

Ялти ҫамрӑксен аудиторийӗсем культура керменӗнчи "Форте", "Антология" тата "Акцент" юрӑпа инструмент ансамблӗсене кăмăлтан итлеççĕ. Ансамбль участникĕсем çул çитмен ачасем тата ҫамрӑк ҫынсем. Ҫак пултарулӑх ансамблӗн репертуарӗ тӗрлӗ енлӗ тата пуян. Вĕсен наставникӗ Андреев Александр Леонидович ертсе пынипе çамрăксем тӗрлӗ инструментсемпе выляма вӗренеҫҫӗ, хальхи музыка ҫул-йӗрне пӗлсе тăраççĕ. Хальхинче вӗсен концерчӗ, тӗпрен илсен, "Любе", " Машина времени", ДДТ репертуарĕнчен тӑрать. Концерта Пушкин карттипе кĕме юрать.
Кĕвĕ юратакансене октябрӗн 15-мӗшӗнче килсе курма чĕнеççĕ.
Пишпÿлекри Культура керменĕн сайтĕнчен.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пишпÿлекри инструмент ансамблĕн концерчӗ иртет
Пишпÿлекри инструмент ансамблĕн концерчӗ иртет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: