Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Культура
4 Октябрӗн 2021, 15:28

Айнур Аскаровăн «Семья года» фильмĕ прокатра 1 млн тенкĕ ытла пухнă

"Семья года" ҫемье камите пӗтӗм Раҫҫейри 250 кинотеатрта куракансем пăхаҫҫӗ.

Айнур Аскаровăн  «Семья года» фильмĕ прокатра 1 млн тенкĕ ытла пухнă
Айнур Аскаровăн «Семья года» фильмĕ прокатра 1 млн тенкĕ ытла пухнă

Роуд-мови — "Семья года" эрнере прокатра 1 млн тенкӗ ытла пухнӑ. Кун ҫинчен кинозалсенчи фильмсен кӑтартӑвӗсем ҫинчен пӗлтерекен федераци пӗрлехи тытӑмӗн сăмахĕсене тĕпе хурса А. Абдразаков ячĕллĕ "Пушкӑртстан" киностуди пӗлтерет. Кинотеатрсенче прокат малалла пырать.

Фильмра республикӑри инҫетри районтан кивӗ микроавтобуспа Уфана каякан Рахматуллинсен пысӑк ҫемйи ҫинчен каласа панӑ, конкурсра выляса илес тата парӑмсене тӳлесе татас тесе каять вăл тĕп хулана. Ҫак ҫулҫӳревре, тӗрлӗрен приключенисем сиксе тухсан, вӗсем пурнӑҫри тӗп хаклӑ япаласене аса илеҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, картина пӗтӗм Раҫҫейри проката сентябрӗн 23-мӗшӗнче тухнӑ. "Семья года" ҫемье камите пӗтӗм Раҫҫейри 250 кинотеатрта куракансем пăхаҫҫӗ.

 

«Башинформ» информацийĕпе.

Айнур Аскаровăн  «Семья года» фильмĕ прокатра 1 млн тенкĕ ытла пухнă
Айнур Аскаровăн «Семья года» фильмĕ прокатра 1 млн тенкĕ ытла пухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: