Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Декабрӗн 2021, 09:09

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене пилĕк пин парӗҫ

«Пушкин картти» кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ.

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене пилĕк пин парӗҫ
14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене пилĕк пин парӗҫ

Ҫитес ҫул Раҫҫейри 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене «Пушкин картти» программӑпа килӗшӳллӗн 5 пин тенкӗ парӗҫ. Вӑл банк картти ҫинче пулӗ. Унпа ҫамрӑксем музейсене, театрсене, концертсене, вулавӑшсене ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Аса илтерер: «Пушкин картти» кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пурнӑҫланма тытӑннӑ. Ун чухне ҫамрӑксен «Пушкин картти» банк картти ҫине 3 пин тенкӗ хурса панӑ. Ку укҫана вӗсен раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле.

 «Пушкин карттине» «Почта банка» кайса илмелле е Патшалӑх пулӑшӑвӗсен пурталӗнче регистрациленмелле те ятарлӑ сарӑм вырнаҫтармалла.

Сăмах май каласан, пирĕн районта та "Пушкин карттипе" культура мероприятисене çÿреме плать.

#культура#ҫамрӑксем#укҫа-тенкӗ

14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене пилĕк пин парӗҫ
14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксене пилĕк пин парӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: