Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
13 Кӑрлач 2022, 21:11

Раҫҫейре "Пушкин картти" номиналĕ ӳснӗ

Январĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа "Пушкин карттин" номиналне ҫулталӑкне 3 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран ӳстернӗ.

Раҫҫейре "Пушкин картти" номиналĕ ӳснӗ
Раҫҫейре "Пушкин картти" номиналĕ ӳснӗ

Январĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа "Пушкин карттин" номиналне ҫулталӑкне 3 пинрен пуҫласа 5 пин тенкӗ таран ӳстернӗ. Унпа усӑ курса 14 ҫултан пуҫласа 22 ҫулхи ÿсĕмри ҫамрӑк ҫынсем культура мероприятийӗсене патшалӑх шучӗпе билет туянма пултараҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫавнашкал мероприятисен списокӗ анлӑланать. Постановление Правительство Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
"Пушкин карттине" театрсенче, музейсенче тата концерт залӗсенче кӑна мар, кинотеатрсенче те йышӑнӗҫ. Карттӑпа Культура министерствипе Кино фончĕ пулӑшнипе туса хатӗрленӗ Раҫҫей фильмӗсене курма билет туяннӑ чухне усӑ курма пулать.
Ҫулталӑк хушшинче кинотеатрсене кайса ҫӳреме икӗ пин тенкӗ тӑкаклама пулать.
"Башинформ" информацийĕпе.

Раҫҫейре "Пушкин картти" номиналĕ ӳснӗ
Раҫҫейре "Пушкин картти" номиналĕ ӳснӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: