Çутă çул
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Культура
20 Майӑн 2022, 18:26

Пушкӑртстанри "Славянсен вӑййи" этнофорум проект культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне илнӗ

Экспертсем Раҫҫейри 72 регионти 774 заявкӑна пӑхса тухнӑ.

Пушкӑртстанри  "Славянсен вӑййи" этнофорум проект культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне илнӗ
Пушкӑртстанри "Славянсен вӑййи" этнофорум проект культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне илнӗ

Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен культурӑпа вӗренӳ "Славянсен вӑййи" этнофорум пурнӑҫлама Президент фондӗнчи культура пуҫарӑвӗсен грантне илӗ. Кун пирки регионти Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернĕ.
Конкурса хутшӑнмалли заявкӑна Уфари обществӑпа культура пуҫарӑвӗсене аталантарас енӗпе ĕçлекен АНО "Культурӑпа культура ӗҫтешлӗхӗн центрӗ" панӑ.
Проекта ҫамрӑксене славян халӑхӗсен культура йӑли-йӗркине тавӑрма, Пушкӑртстанри Республикӑпа Беларуҫ тата Донбас Республикин регионӗсем хушшинче пӗтӗм тӗнчери культурӑпа гуманитари пӗрлӗхне аталантарма майсем йӗркелеме тӗллев лартнӑ. Грант пулӑшӑвӗн сумми 2 млн ытла тенкӗпе танлашать.
Пӗрремӗш ятарлă конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх грант пулӑшӑвне 19 регионтан 32 проект илӗҫ.
Экспертсем Раҫҫейри 72 регионти 774 заявкӑна пӑхса тухнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри  "Славянсен вӑййи" этнофорум проект культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне илнӗ
Пушкӑртстанри "Славянсен вӑййи" этнофорум проект культура пуҫарӑвӗсен фончӗн грантне илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: