Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
24 Майӑн 2022, 13:04

Белорецкра сериал ÿкерме хатĕрленеççĕ

Белорецк çыннисене унта хутшăнма кастинг пĕлтернĕ.  

Белорецкра сериал ÿкерме хатĕрленеççĕ
Белорецкра сериал ÿкерме хатĕрленеççĕ

Белорецк çыннисене унта хутшăнма кастинг пĕлтернĕ.

Белорецкра ВГТРК "Россия 1" телеканал заказӗпе "Счастье не за горами" сериал ӳкерӗҫ. Фильм жанрӗ — детектив, экшн, драма. Белорецк районӗнче ӳкерӳ июнӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Первая Малиновая гора, Кульсугадыташ, Абзаково таврашĕнче, ҫавӑн пекех Учалă районӗнчи Уралтау таврашӗнчи ту лабораторине явӑҫтарӗҫ.

Белорецк районӗн пуҫлӑхӗ Андрей Иванюта пĕлтернĕ тăрăх, Белорецка паллӑ актерсем Александр Самойленко, Евгений Сидихин, Александр Голубев, Зоя Бербер, Алена Коломина, Анна Котова-Дерябина, Анна Якунина, Дарья Повереннова, Валентин Смирнитский, Мария Ахметзянова, Игорь Огурцов, Роман Богданов тата ыттисем те килӗҫ. Уфаран, Стерлитамакран, Екатеринбургран тата Раҫҫейри ытти хуласенчен 70 ытла актера явӑҫтарӗҫ.

Массăллă сценăсене ÿкерме вырăнти халăх хушшинче кастинг ирттереççĕ, çавăн пекех автомобильсем шыраççĕ.  

«Башинформ» информацийĕпе.

Белорецкра сериал ÿкерме хатĕрленеççĕ
Белорецкра сериал ÿкерме хатĕрленеççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: