

Майӑн 29-мӗшӗнче Уфара АРТ-Квардратра Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне халалланӑ "XXI ӗмӗр славянӗсем" республика фестивалĕ пулӗ.
Фестиваль Пушкӑрт территорийӗнче пурӑнакан тӗрлӗ халӑх представителӗсене пӗрлештерет. Мероприяти Раҫҫейри халӑхсен халӑх искусствипе культура еткерӗн пӗлтернӗ çул шайӗнче иртӗ. Фестивале ПР Халӑхӗсен туслӑх çурчӗн наципе культура центрӗсем тата районсенчи, ҫавӑн пекех республикӑри хуласенчи коллективсем хутшӑнĕç.
Фестиваль хӑнисем славян халӑхӗсен йӑли-йӗркипе, йӑлисемпе тата вӑййисемпе паллашма, наци кухнине тутанса пӑхма пултарӗҫ. Истори, ремесла, театр площадкисем ӗҫлӗҫ.
"МГ" информацийĕпе.